Чӑваш Енре пурӑнакансен дисконт картти евӗр карттӑ пулӗ. Вӑл епле пулса пӗтессине, карттӑна камсене парассине хальлӗхе тытса калаймӑпӑр. Мускавра, ав, ун пекки лавккасенче, ытти хӑш-пӗр пулӑшупа усӑ курнӑ чух сахалрах тӳлеме май парать.
«Карта жителя Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикинче пурӑнаканӑн картти) проекта пурнӑҫласси ҫинчен калакан хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Паянах ведомствӑсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнне йӗркеленӗ. Вӑл список самаях пысӑк. Комиссие Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов ертсе пырать. Йӗркелӳпе техника ӗҫ-хӗлӗшӗн те асӑннӑ ҫак министерство яваплӑ.
Ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене палӑртнӑ. Кун пек конкурс пирӗн республикӑра саккӑрмӗш хут ӗнтӗ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-ӗҫсене килес ҫул пичетлӗҫ. Ун валли хыснаран укҫа уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникаци министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс комиссийӗ ӗҫсене 4 уйӑх хушшинче тӗплӗн тишкернӗ.
«Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» ята М,Ф. Карягинӑн «Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗппи» алҫырӑвӗ тивӗҫнӗ. «Вӑтам шкул ҫулӗнчисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» — В.Д. Николаевӑн «Пьесӑсем, сценкӑсем, шӳтсем» алҫырӑвӗ, «Аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» — «Пӗрремӗш учитель» (авторӗ – Н.И. Сидоров).
Чӑваш Ене Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи ҫамрӑк журналистсемпе кинематографистсем пуҫтарӑнӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче Ҫамрӑксен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тата киностудисен «Волжские встречи» (чӑв. Атӑлҫи тӗл пулӑвӗсем) пӗтӗм тӗнчери 30-мӗш фестивалӗ иртӗ. Мероприятие Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи хастар ҫамрӑксем ҫеҫ мар, Беларуҫрен, Казахстанран, Украинӑран тата Молдовӑран килсе ҫитмелле.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче 450-а яхӑн ҫамрӑк килме пулнине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем хушшинче — аслӑ классенче вӗренекенсем тата студентсем. Вӗсемпе ӑсталӑх класӗсене медиаотрасльти паллӑ экспертсем ирттерӗҫ. Сӑмахран, «Русский репортер» журналӑн тӗп редаткорӗ Виталий Лейбин, «Карусель» тата «Дисней» телеканалсен режиссерӗ Антон Михалев, Молдавинче ӗҫлесе пурӑнакан, ҫынна аталанма тата лидер пулма хӑнӑхтаракан Марчел Паскаль тренер, М.В. Ломоносов ячӗллӗ МПУри журналистика факультечӗн преподавателӗ, «Моя Планета» телеканал ертӳҫи Роман Лобашов.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Ен цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Епле приставкӑпа кабель е мӗн йышши телевизор кирлине пӗлменнисем патне нимеҫӗсем ҫитессине хыпарланӑччӗ. Анчах вӗсем кам патне тата мӗнле майпа каясси ун чухне уҫӑмлӑ марччӗ. Халӗ вара Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗ, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви республикӑра «хӗрӳ лини» телефонне уҫассине пӗлтернӗ. Шӑнкӑравсене (8352) 26-11-11 номерпе пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен шӑнкӑравсене тунти кунпа эрне кун таран ирхи 9-тан пуҫласа 18 сехетчен йышӑнӗҫ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче аналог телекурава сӳнтернӗ хыҫҫӑн ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шӑмат кун та ӗҫлӗ. Унӑн ӗҫ вӑхӑтне те ун чухне тӑсӗҫ: ирхи 8-тан пуҫласа 20-ччен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 2-мӗшӗччен вӑл каллех тунти кунпа эрне кун таран ирхи 9-тан пуҫласа 18 сехетчен ӗҫлӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Атте ҫути» автобиографилле роман пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн тӗп сӑнарӗ — Анатолий Волков хирург. Кӗнекере вӑл ашшӗ хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле витӗм кӳнине уҫса панӑ.
Анатолий Никандрович Волков 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Медицина наукисен докторӗ, профессор.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пичет кӑларӑмне алла илсен Анатолий Волков Хусанти медицина институтне вӗренме кӗнӗ тапхӑрпа тата унӑн профессири кун-ҫулӗн малтанхи утӑмӗсемпе те паллашма пулать. Ҫӗнҫӗпӗрти медицина институтӗнче вӗреннӗ, Казахстанпа Шупашкарта ӗҫленӗ тапхӑрсене те тухтӑр ырӑпа аса илнӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен мнистрӗн ҫумне Светлана Каликовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Тӳрех палӑртар: Светлана Анатольевна куншӑн пӑшӑрханмӗ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторинӑн хушӑвӗнче те, сӑмах май, Светлана Анатольевна урӑх ӗҫе куҫассине палӑртнӑ.
Светлана Каликова, аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев хӑйӗн пресс-ҫыруҫинче тӑрӑшнӑччӗ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министр ҫумӗн пуканне йышӑннӑччӗ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗн должноҫне палӑртмашкӑн ӗҫлӗ ушкӑн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Ҫав тилхепене Светлана Кадиковӑна тыттарас тенӗ.
Чӑваш Енӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе пичет отраслӗнче ӗҫлекенсене тинех уява пухма палӑртнӑ. Ҫак енӗпе тар тӑкакансен уявӗсем иртнӗ уйӑхрах пулнӑччӗ: маларах Раҫҫей Пичет кунӗ ҫитсе иртсе кайрӗ, унтан — Чӑваш пичечӗн.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене уява нарӑс уйӑхӗнче чӗнӗҫ. Паян Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви журналистсемпе пичетҫӗсен професси уявне нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ирттерессине хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Уяв Вырӑс драма театрӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Унта журналистсене, телекуравпа радиора, электрон МИХӗсенче, информаци агентствисенче, карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенче, ҫыхӑну отраслӗнче тӑрӑшакансемпе асӑннӑ отрасль ветеранӗсене пухӗҫ.
Чӑваш Енре тинех мӗнпур вырӑнта цифра телекуравӗн иккӗмӗш мультиплексне хута янӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата масӑлла коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланине ӗненсен, халӗ цифра телекуравне, тепӗр майлӑ каласан тӳлевсӗр 20 канала, пысӑк пахалӑхпа пирӗн республикӑри халӑхӑн 99 процентне курмалла туса панӑ.
Аса илтерер, цифра телекуравӗ ҫине пирӗн ҫӗршывра виҫӗ тапхӑрпа куҫарӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансем валли ҫак вӑхӑт 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ.
Ҫӗнӗлӗх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен СМОТРИЦИФРУ.РФ сайта кӗрсе вулама е 8-800-220-20-02 телефон номерӗпе шӑнкравласа (уншӑн укҫа тытса юлмӗҫ. Вӑл тӳлевсӗр хӗрӳ лини) ыйтма пулать.
Чӑваш Енри журналистсем ҫӗршыв ертӳҫи патне каясшӑн. Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттерӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла.
Владимир Путина ыйту пама Чӑваш Енри журналистсем те ӗмӗтленеҫҫӗ. Пресс-конференцие кайас, мероприятие регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫутатас шухӑшлӑ журналистсем аккредитаци тухнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пресс-конференцие 1702 журналист хутшӑнасшӑн. Вӗсен хушамачӗсене Раҫҫей Президенчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Чӑваш Енрен Наци телекуравӗнчен Галина Титарчук тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатран Джульетта Федорова, «Грани» хаҫатран Дмитрий Новак хутшӑнӗҫ.
Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗнче цифра телекуравӗ ҫине ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи малтанхи вунӑ кунта куҫарӗҫ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Каярах ку вӑхӑт каярах ҫитессине хыпарларӗҫ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗлӗх илтрӗмӗр. Чӑваш Енре цифра телекуравӗ ҫине 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫеҫ куҫӗҫ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мускавра телерадиовещание аталантарас енӗпе правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртни пирки пӗлтернӗ. Унта аналог телекурава хӑш регионта хӑҫан сӳнтерессине ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫӗршывра ҫак ӗҫ виҫӗ тапхӑрпа пулса иртӗ. Чӑваш Ен иккӗмӗш черетри регионсен шутне кӗнӗ. Пирӗн патра цифра телекуравӗ ҫине 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн куҫарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |